
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пырса ҫӳрекен ватӑсем курса ҫӳреме питех те юратаҫҫӗ. Шӑпах вӗсем валли учрежденире «Социаллӑ туризм» проект ӗҫлет. Ҫул ҫӳреме юратакансене ҫавна май хамӑр республикӑри кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллаштараҫҫӗ, кӳршӗллӗ регионсене те тухса ҫӳреҫҫӗ.
Ӗнер ӳрӗк ватӑсем Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра пулса курнӑ. Унта ҫитсен вӗсене чӑвашла тумлантарнӑ, кайран вӗсем комплекспа паллашнӑ. Комплекспа кӑна та мар, тӑван халӑх историйӗпе, культурипе, юрри-ҫеммипе, юмахӗ-халапӗпе.
«Яснаран» пирӗн пенсионерем питех те хавхаланса таврӑнчӗ. Мӗн чухлӗ ҫӗннине пӗлтӗмӗр тесе савӑнчӗҫ», — тесе пӗлтернӗ центрӑн специалисчӗ Алешева.

Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, Никита Бичурин, ҫуралнӑранпа килес ҫул 250 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май республикӑра ку пулӑма анлӑн палӑртасшӑн. 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче республика Элтеперӗ ятарлӑ Хушу та кӑларначчӗ. Халӗ вара йӗркелӳ комитетне палӑртнӑ. Йыша тӗрлӗ министерствӑри тӳре-шарана, аслӑ шкулсен ректорӗсене, Сӗнтӗрвӑррипе Шупашкар тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене¸Чӑваш Енпе Шупашкар митрополитне тата ытти ҫынна кӗртнӗ.
Никита Бичурин (Иакинф) 1777 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1953 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Питӗрте пытарнӑ.
Раҫҫейри паллӑ синолог тата монголовед Хусанти тӗн академийӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1800 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче манах пулса тӑнӑ. 1808-1821 ҫулсенче Китайри Пекин хулинче Вырӑс тӗн миссийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Китай чӗлхине лайӑх пӗлнӗ, китай чӗлхипе ҫырнӑ истори, географи, лингвистика, этика, философи, юриспруденци, астрономи, медицина тата ял хуҫалӑх трактачӗсене вырӑсла куҫарнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗр ишӗлсе пырать. Вырӑнта пурӑнакаенсем ҫав пулӑм хӑйсен ҫурчӗсем патне ҫитесрен хӑраҫҫӗ.
Ҫӗр унти Ольдеево ялӗнчи Зелинский урамӗнче ишӗлсе пырать иккен. Ҫырма хӗрринчи тӑпра ишӗлсе пырать. Ҫул леш енче вара ҫынсен уйрӑм ҫурчӗсем вырнаҫнӑ.
Ҫӗр ишӗлекен вырӑна специалистсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫутҫанталӑкӑн ҫак пулӑмне сӑнама ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Вырӑнти администрацире ҫӗр ишӗлнине хирӗҫ ятарлӑ мера йышӑнма палӑртаҫҫӗ, ун валли вӗсем план туса хатӗрлесшӗн. Ҫӗр ишӗлнине хирӗҫ туса ирттерекен ӗҫсене кансӗрлесрен ҫынсене унта машинӑсем лартма чарнӑ.
Сӑмах май каласан, кӑҫал ҫуркунне ҫынсем Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫеҫ мар, Шупашкарта та, Шупашкар районӗнче те ҫӗр ишӗлсе пынине асӑрханӑ.

Ейӗве пула Шупашкар округӗнчи Кивҫурткассинче ҫырма ишӗлнӗ. Ҫулӑн пӗр пайӗ арканнӑ, ҫуртсем патнех ҫывхарнӑ.
Малтанах ишӗлнӗ ҫырма ҫуртсенчен 4-5 метр аякра пулнӑ. Анчах юрпа ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн лару-тӑру пушшех те япӑхланнӑ: халӗ ишӗлчӗк ҫырма 2 метр кӑна аякра. Газ пӑрӑхӗ сывлӑшра ҫакӑнса тӑрать.
Округ администрацийӗ вырӑна ҫитсе лару-тӑрупа паллашнӑ, мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Ҫынсем те ахаль лармаҫҫӗ: хӑйсен тӗллӗнех ҫырмана кустӑрма покрышкисемпе, шиферсемпе хуплаҫҫӗ.

Пӑрлӑ ҫумӑра, ҫил вӑйланнине пула республикӑри тӑватӑ округра – Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски тата Шупашкар округӗсенче – 58 ял ҫутӑсӑр юлнӑ.
Пӗтӗмпе – 33 социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объект, 6,5 пин ҫурт, вӗсенче 15 пин ытла ҫын пурӑнать. Авариллӗ бригадӑсем вырӑна тухнӑ, ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫ хӑвӑртрах пытӑр тесе Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Мордва Республикинчен тепӗр 15 экипаж пулӑшма ҫитнӗ. Вӗсем Шупашкар, Муркаш, Красноармейски округӗсенче тата Ҫурҫӗр поселокӗнче ӗҫлеҫҫӗ.
Тӳре-шара лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Электроэнергие ҫывӑх вӑхӑтра пама шантарнӑ.

Чӑваш Енри строительство фирмин ертӳҫи ҫынсене 50 миллион тенкӗлӗх улталанӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Пӗрремӗш пуҫиле ӗҫе 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пуҫарнӑ. Ун чухне Шупашкарти 46 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ипотека кредичӗ илнӗ, строительство фирмипе ҫурт лартмашкӑн килӗшӳ тунӑ. Хӗрарӑм фирмӑна 5 миллион тенкӗ тӳлесе хунӑ. Анчах фирма ҫурта туса пӗтермен.
Каярахпа ҫак фирмӑран тата нумайрах ҫын шар курни палӑрнӑ: пӗлтӗр 8 ҫын полицие пынӑ. Фирмӑн Шупашкарта, Шупашкар тата Канаш округӗсенче ҫурт лартмалла пулнӑ. Вӑл пӗтӗмӗшле кӳнӗ тӑкак – 50 миллион тенкӗ.
Следователь ыйтнипе фирма еҫтӳҫин, хӗрарӑмӑн, машинине, счечӗсене арестленӗ.
Кӗҫех пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.

Ака уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре телерадиовещание вӑхӑтлӑха чарӗҫ. Ку хӑш-пӗр ялсене пырса тивет.
Ҫак тапхӑрта телекурав тата радио чӑрмавсемпе ӗҫлеме пултарӗ. Акан 20-мӗшӗнче (01:00–10:00 сехетсенче) Шупашкара, Ҫӗрпӳ хулине тата Йӗпреҫ поселокне пырса тивӗ ку. Акан 21-мӗшӗнче (11:00–17:00 сехетсенче) Улатӑр округӗнчи Первомайски поселокӗнче йӗркеллӗ ӗҫлемӗ. Акан 22-мӗшӗнче (11:00–17:00 сехетсенче) Шӑмӑршӑ округӗнчи Палтиел ялӗнче вӑхӑтлӑха чарӗҫ. Акан 23-мӗшӗнче (10:00–16:00 сехетсенче) Тӑвайра чарӗҫ. Акан 24-мӗшӗнче (10:00–16:00 сехетсенче) Шупашкар округӗнчи Кивҫурткассинче чӑрмавсем пулӗҫ.

«Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсӑн республика тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Финала тӗрлӗ округри 23 педагог хутшӑннӑ. Вӗсем пурте уҫӑ уроксем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, хӑйсен методикисемпе паллаштарнӑ. Йӗркелӳ комитечӗ 8 лауреата суйланӑ. Ҫӗртерӳҫӗ ятне вара чыславра кӑна пӗлтерӗҫ.
Сакӑр лауреат йышӗнче ҫаксем: Елчӗк округӗнчи Кристина Александрова, Шупашкарти Анна Виноградова, Шупашкар округӗнчи Татьяна Григорьева, Улатӑр округӗнчи Ольга Крисанова, Куславкка округӗнчи Людмила Новикова, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Татьяна Соколова, Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Тарасова, Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Наталья Шипунова.
Чыславра ҫӗнтерӳҫӗ ятне палӑртсан вӑл Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри тапхӑрта хатӗрлемешкӗн хатӗрленме тытӑнӗ.

Шупашкар округӗнче 17 султи каччӑ ҫул ҫинче выртакан ҫын урлӑ машинӑпа каҫса кайнӑ.
Ку тискерле тӗслӗх Янӑш ялӗнче ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх. Каччӑ «Шевроле Нива» машинӑпа ялта пынӑ чухне ҫул ҫинче выртакан 54 ҫулти арҫынна таптаса кайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл хӑраса ӳкнӗ те вырӑнтан тарнӑ.
Арҫын васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ. Руль умӗнче пулнӑ каччӑна часах тупса палӑртнӑ. Вӑл – Шупашкарти колледжра 2-мӗш курсра вӗренекен студент. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, машина уҫҫине илме вӑл хӑй ирӗк панӑ.
Халӗ тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.

Шупашкар районӗнчи Кивпулӑх ялӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Пушар 52 ҫулти арҫыннӑн килсе сиксе тухнӑ. Унӑн пӳрчӗ, мӗнпур хуралти хыпса илнӗ. Пушар 300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара сӳнтерме 16 специалист тата тӑватӑ единица техника пырса ҫитнӗ. Пушара сӳнтерме виҫӗ сехет ытла иртсе кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем тӑрӑшнипе пурӑнмалли пӳрте ҫӑлса хӑварма май килнӗ.
Иртнӗ талӑкра пирӗн республикӑра икӗ хутчен пушар алхаснӑ. 2026 ҫул пуҫланнӑранпа 287 хутчен вут-ҫулӑм ҫынсене шар кӑтартнӑ. Вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ваттисем мӗн ӗлӗкрен тӗрӗсех каланӑ.
